Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата муниципалитет службин ветеранӗсем!
Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх институчӗ территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Халӑха пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене васкавлӑн татса парасси, муниципалитетсенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата унӑн шайне ӳстересси, эппин обществӑри ҫирӗплӗх те, шӑпах ҫынсене ҫывӑхрах тӑракан ҫак шайри влаҫ представителӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхӗнчен килет.
Читать дальше проПоздравление Главы Чувашской Республики с Днем местного самоуправления ...