Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника органов безопасности Российской Федерации

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе тата чаплӑ датӑпа – патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсене туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа – чун-чӗререн саламлатӑп!

Сирӗн ведомство Тӑван ҫӗршыв интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче пӗр ӗмӗр хушши сыхӑ тӑрать. Ятарлӑ службӑсен сотрудникӗсем хуть хӑш саманара та халӑхпа ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ, хӑйсен салтак тивӗҫне яланах чыслӑн тата паттӑррӑн пурнӑҫланӑ.

Хальхи пурнӑҫ сирӗн ума уйрӑмах йывӑр та яваплӑ тӗллевсем лартать. Ҫав шута контрразведкӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗл, преступленилӗхпе тата терроризмпа кӗрешесси, патшалӑх чиккисене сыхласси кӗреҫҫӗ.

Кашнинчех, шалти тата тулашри хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлекен шанчӑклӑ хӳтлӗх пулса тӑрса, хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсем паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ, Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне туллин тивӗҫтереҫҫӗ.

Ветерансем типтерлӗн сыхласа упракан ҫар ҫыннисен тӑванлӑхӗн чи ырӑ йӑлисем чекистсен ҫӗнӗ ӑрӑвӗсемшӗн шанчӑклӑ ҫул маякӗ пулччӑр. Эсир чӑн-чӑн патриотсем тата Раҫҫей патшалӑхне кирек хӑш самантра та хӳтӗлеме хатӗр пулни пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫусем, ырлӑхпа телей, тӑнӑҫлӑх тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                     Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые сотрудники и ветераны органов безопасности!

Сердечно поздравляю вас с профессиональным праздником и знаменательной датой – 100-летием со дня образования органов государственной безопасности!

На протяжении века ваше ведомство стойко стоит на страже интересов и безопасности Отечества. Во все времена сотрудники спецслужб верой и правдой служили народу и стране, доблестно и отважно выполняли свой воинский долг.

Современные реалии ставят перед вами особо трудные и ответственные задачи. Это контрразведывательная деятельность, борьба с преступностью и терроризмом, охрана государственных рубежей.

Каждый раз, выступая надежным щитом от внутренних и внешних угроз, сотрудники органов безопасности демонстрируют образец подлинного мужества и героизма, надежно обеспечивают безопасность России.

Пусть лучшие традиции боевого братства, хранимые ветеранами службы, будут верным ориентиром для новых поколений чекистов. Верю в ваш патриотизм и безоговорочную готовность в любую минуту встать на защиту Российского государства.

От всей души желаю вам и вашим близким здоровья, успехов, счастья, мира, добра и благополучия.

 

Глава Чувашской Республики                                    Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Автор записи: admin

Комментарии:

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *