Поздравление Главы Чувашской Республики с Днем местного самоуправления

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата муниципалитет службин ветеранӗсем!

Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх институчӗ территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Халӑха пӑшӑрхан­та­ра­кан ҫивӗч ыйтусене вас­кавлӑн татса парасси, муниципалитетсенчи пур­нӑҫ па­ха­лӑхне тата унӑн шайне ӳс­­тересси, эппин обществӑри ҫирӗплӗх те, шӑ­пах ҫын­сене ҫывӑхрах тӑракан ҫак шай­­ри влаҫ пред­ста­вителӗсен ӗҫ тухӑҫ­лӑ­хӗн­чен килет.

Чӑваш Республикин Правительстви вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ту­хӑҫ­лӑн тата тачӑ хутшӑнса ӗҫленине пула Чӑваш Енри хуласемпе ялсенче инфра­ты­тӑма аталантармалли, социаллӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатмалли майсем йӗр­ке­ленеҫ­ҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул­сем хута каяҫҫӗ, ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата меди­цина объекчӗсем, пу­рӑн­малли ҫурт­­­сем ҫӗкленеҫҫӗ, территорисем капӑр­ланса илем­ленеҫҫӗ, со­циаллӑ пӗл­терӗшлӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫӗнӗ про­из­вод­ствӑ­семпе пред­приятисем уҫӑ­лаҫ­ҫӗ, пысӑк технологиллӗ хушма ӗҫ вырӑ­нӗсем йӗр­келенеҫҫӗ.

Чӑваш Республикине ачасене пурӑнма чи лайӑх майсем туса панӑ Раҫ­ҫей регионӗсен шутне кӗртнине пирӗн пӗлтӗрхи пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн пӗл­те­рӗш­лӗ кӑтартӑ­вӗсенчен пӗри теме пулать.

Пирӗн умра курӑмлӑ ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ – экономикӑри йывӑр­лӑх­сене пӑх­масӑр чи ҫывӑх ҫулсенче социаллӑ инфратытӑм объекчӗсен строительствине малалла тӑсасси, хамӑр ҫине илнӗ пӗтӗм тивӗҫе пурнӑҫлассине ти­вӗҫ­­тересси. Ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалла, инвестицисем явӑҫтармалла, му­­ниципалитет пурлӑхне тата ҫӗр ре­сурсӗсене тытса пырас, вӗсемпе усӑ курас ӗҫсен тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, экономика ӳсӗ­мӗн вырӑнӗсене йӗркелеме май па­­ракан пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑш­малла.

Ҫак ыйтусене татса парасси пире ӗҫлӗхлӗ те тимлӗ пулма, пур пек ресурс­сене пӗр ҫӗре пухма,гражданла общество институчӗсемпе тата по­ли­ти­кӑлла вӑй­семпе ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатма хистет.

Сирӗнтен кашнин яваплӑхӗпе хастарлӑхӗ, ӗҫри тата пултарулӑхри вӑй-халӑр муниципалитетсенче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑвакан мӗнпур пар­ха­тарлӑ пуҫарурах ҫитӗнӳ никӗсӗ пуласса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире малашлӑхлӑ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама пӗтӗм чунтан ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев

 

 

Уважаемые работники органов местного самоуправления и ветераны муниципальной службы! 

Примите искренние поздравления с праздником!

Институт местного самоуправления играет важную роль в социально-экономическом развитии территорий. Именно от эффективности деятельности представителей этого наиболее близкого людям уровня власти зависят оперативное решение актуальных для населения вопросов, повышение качества и уровня жизни в муниципалитетах, а значит, и стабильность в обществе.

Благодаря эффективному и конструктивному взаимодействию Правительства Чувашской Республики с органами местного самоуправления в городах и селах Чувашии создаются условия для развития инфраструктуры, улучшения социального климата. Строятся дороги, детские сады и школы, спортивные и медицинские объекты, жилье, проводится благоустройство территорий, реализуются социально значимые проекты, открываются новые производства и предприятия, создаются дополнительные высокотехнологичные рабочие места.

Одним из значимых результатов нашего совместного труда в прошлом году можно считать включение Чувашской Республики в число самых благополучных для жизни детей российских регионов.

Перед нами стоят новые амбициозные задачи — несмотря на экономические трудности, в ближайшие годы предстоит продолжить строительство объектов социальной инфраструктуры, обеспечить выполнение всех взятых обязательств. Необходимо улучшать деловой климат, привлекать инвестиции, повышать эффективность управления и распоряжения муниципальным имуществом и земельными ресурсами, поддерживать малый и средний бизнес, развитие которого дает новые точки экономического роста.

Решение этих вопросов требует от нас здорового прагматизма, максимальной собранности, мобилизации имеющихся ресурсов, укрепления конструктивного взаимодействия с институтами гражданского общества и политическими силами.

Убежден, что ответственность, энергия, профессиональный и творческий потенциал каждого из вас станут залогом успеха во всех созидательных начинаниях на благо жителей муниципалитетов.

От всей души желаю вам успеха в реализации новых перспективных проектов, крепкого здоровья, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики М. Игнатьев

Автор записи: admin

Комментарии:

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *